Республикӑра пурӑнакан ҫынсен мессенджерне ҫӗмӗрсе укҫа ыйтнӑ. Ҫапла темиҫе ҫын ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ.
Вӗсем мессенджерта чӑнах та тусӗ ҫырать-и е ҫук-и - тӗрӗслемен.
Вӑрнар районӗнчи 57-ри арҫын мессенджерта пӗлӗшӗ кивҫен ыйтать тесе 14,5 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай ун патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитереймен. Аккаунта ултавҫӑсем ҫӗмӗрнӗ иккен.
Ҫак мелпех Канаш районӗнчи хӗрарӑма улталанӑ. Тусӗ кивҫен ыйтать тесе вӑл 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тепре куҫарма ыйтсан тин вӑт иккӗленме пуҫланӑ, "тусӗнчен" пӗлтӗр иккӗшӗ ӑҫта канни пирки ыйтнӑ.
Полици ҫав ултавҫӑсене шырать.
Шупашкарта пурӑнакан Виктор Аввакумов кашни ҫул нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тӑван тӑрӑхне, Канаш районӗнчи Шӑхасана, утать. Ҫул ҫинче 13-15 сехет иртет. Ҫапла вӑл 80 ҫухрӑма парӑнтарать.
Виктор 80 ҫухрӑм ахальтен утмасть. Вӑл ҫакна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сталинграда ирӗке кӑларнине халалласа тӑвать. Унта унӑн аслашшӗ /е кукашшӗ/ вилнӗ.
Виктор Аввакумов ирхи 4-ра тухать те пӗчченех утать. Ҫӗрпӳре апат ҫиме чарӑнать. Ялта кӳршисем, тӑванӗсем патне каять.
Шупашкарта чӑваш коммунисчӗсен лидерне Валентин Шурчанова халалласа асӑну хӑми уҫӗҫ. Вӑл парти рескомӗн ҫурчӗ ҫинче пулӗ.
Шурчанов КПРФӗн чӑваш рескомне 1993 ҫултанпа ертсе пынӑ. Вӑл 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Валентин Сергеевич ЧР Элтеперӗн суйлавне 3 хутчен хутшӑннӑ.
Валентин Шурчанов 2020 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Мускавра кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӑл 73 ҫулта пулнӑ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Кӗҫӗн Ҫавалта, Канаш районӗнче, икӗ мотогонщик пӑр айне анса кайнӑ.
Вӗсен ун чухне тренировка пулнӑ. Пӑр ҫинче кайнӑ чухне пӗрремӗш спортсменӑн мотоциклӗ пӑр айне кайнӑ, хӑй вара ҫиелте юлнӑ. Унтан тепӗр мотоциклист пӑр айне анса кайнӑ. Тепри ӑна пулӑшнӑ.
Пӗрремӗш мотоциклист йӗтес шӑммине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗн хулпуҫҫи аманнӑ. Иккӗшӗ те шӑнса кӳтнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Васильева прозаикӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ.
Ольга Васильеван пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ...» ятпа кун ҫути курнӑ. Хальхи 800 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ.
Прозаик Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче ӗҫлет. Вӑл – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Унӑн ятне Ача-пӑча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY Хисеплӗ списокне кӗртнӗ. Прозаик Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшӑннӑ (2021).
Паян 12 сехетре Канаш районӗнче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель 34 ҫулта пулнӑ.
А-151 автоҫулӑн 29-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ.
Ӗнер кӑна республикӑра электролинисене юсаса пӗтерни пирки хыпарларӑмӑр. Ӗнер каҫхинех ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ иккен.
Канаш, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакансем килте электричество ҫукки пирки пӗлтерме тытӑннӑ. Ҫак тӑрӑхсенче авари бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Электролинисене ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Аса илтерер: республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн электролинисем йывӑҫсем ӳкнипе татӑлма пуҫланӑ.
Паян ирхи 7 сехет валли республикӑра 12 муниципалитетри 79 ял ҫутӑсӑр пулнӑ: Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсем.
Аса илтерер: шӑматкун каҫхине пӑрлӑ ҫумӑра пула 17 муниципалитетра электроэнерги сӳннӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне 214 ялти 55 пин ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Бригадӑсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Хамӑраннисем ӗлкӗрейменрен кӳршӗ регионсенчен те специалистсене чӗннӗ.
Хальхи вӑхӑтра энергетиксен 72 бригади ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 235 специалист, 92 техника.
Паян, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш художникӗ Анатолий Миттов (1932-1971) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ.
Анатолий Миттов чӑн-чӑн чӑваш ӳнерне пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ. Художникӑн хӑйне евӗр стилӗ тӑван халӑхӑмӑр культурине, йӑли-йӗркине уҫса пама пулӑшать. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче символсемпе усӑ курма пӗлнӗ, чӑвашӑн чунне таҫтан темле майпа тарӑннӑн курса-туйса тӑнӑ.
Анатолий Миттов — Канаш чӑвашӗ. Вӑл унти Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнипех ҫырлахман, Ленинградри (халӗ — Питӗр) И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренме кӗнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнче студентсене вӗрентнӗ, Чӑваш кӗнеке издательствипе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ.
Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Сухайкаси ялӗнче хӗвел батарейисемпе ӗҫлекен "ӑслӑ чарӑну" туса лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑнакан саксем, тӳлевсӗр Wi-Fi пур. Ҫавӑнтах телефона заряд тума, общество транспорчӗ ӑҫта ҫитнине сӑнама май пур.
Ҫак чарӑнӑва пула Сухайкасси ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра пӗр номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Куншӑн федераци хыснинчен 6,3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа ял тӑрӑхне илемлетме, коммуналлӑ техника туянма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |